Доска объявлений Красноармейского района
Объявления » Авто. Мото. Транспорт » Автосервисы | [ Добавить объявление ] |
В категории объявлений: 1 Показано объявлений: 1-1 |
Сортировать по: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Рубрика: Услуги
Октябрĕн 7-мĕшĕнче районта автобусăн çĕнĕ, 268-мĕш номерлĕ маршручĕ уçăлчĕ. Унпа çынсем Тусайран Анаткаса çитме пултараççĕ. Çак маршрут Трак енри кăнтăр хĕвеланăçра тата çурçĕр хĕвеланăçра вырнаçнă ялсене çыхăнтарчĕ. Автобус "Тусай — Яманак — Кушкă — Анаткас” маршрутпа çÿрет, унăн тăршшĕ 44 километр. Автобус рейсĕсен расписанийĕ Ку автобус районти автостанцинчен çак вăхăтсенче Тусай еннелле тухса каять: 5-50; 9-50; 14-30; 18-14. Тусайран Красноармейскине: 6-15; 10-30; 15-10; 18-40. Красноармейскинчен Яманак еннелле: 6-40; 12-42; 16-32. Яманакран Красноармейскине: 7-20; 14-05; 17-45. Красноармейскинчен Кушкăна: 6-40; 12-42; 16-32. Кушкăран Красноармейскине: 7-10; 13-30; 17-30. Красноармейскинчен Анаткаса: 6-40; 12-42; 16-32. Анаткасран Красноармейскине: 7-05; 13-10; 17-10. |