Пятница, 29.03.2024, 04:30
Приветствую Вас Гость | RSS

Вăхăтлăх ĕç - Форум

[ Новые сообщения · Участники · Правила форума · Поиск · RSS ]
  • Страница 1 из 1
  • 1
Форум » Test category » Test forum » Вăхăтлăх ĕç (Ĕç шыранă чух вăхăтлăх ĕçе вырнаçасси)
Вăхăтлăх ĕç
mixaj_58Дата: Вторник, 30.11.2010, 23:18 | Сообщение # 1
Рядовой
Группа: Модераторы
Сообщений: 6
Репутация: 0
Статус: Offline
Ĕç шыранă чухне йывăрлăх тÿсекен ĕçсĕр граждансем патшалăх пулăшăвне илеççĕ. Патшалăх халăха ĕçпе тивĕçтернĕ чухне çак категорири çынсене хушма пулăшу пама шантарать.
Вĕсен шутне инвалидсем, ирĕкрен хăтарнă вырăнсенчен таврăннисем, çул çитмен 14—18 çулхи ачасем, пенсие тухма нумаях юлманнисем (тивĕçлĕ канăва тухиччен 2 çул юлнисем), беженецсем, çар службинчен тухнисем тата вĕсен çемье членĕсем, çул çитмен ачасене е ача-инвалидсене воспитани паракан нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсем тата пĕччен ÿстерекен ашшĕ е амăшĕ, Чернобыльти е урăх вырăнти радиаци аварине пула сиен курнă граждансем, пĕрремĕш хут ĕç шыракан, кĕçĕн тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ 18—20 çулхи çамрăксем кĕреççĕ.
Ĕçсĕр гражданина вăхăт-лăх ĕçе вырнаçма направлени пани — патшалăх пулăшăвне панин пĕтĕмлетĕвĕ. Вăхăтлăх ĕç вырăнне суйласа панă чухне профессине, хатĕрленÿпе квалификаци шайне, гражданин асăннă ĕç пирки мĕн шутланине, çавăн пекех ĕç паракан ыйтнисене шута илеççĕ.
Енчен те гражданин вăхăтлăх ĕçе вырнаçма килĕшмесен, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракан çак ĕç уншăн килĕшÿллĕ тесе шутлать пулсан, ăна ĕçсĕрлĕх пособине тÿлеме чарас пирки йышăну кăларма пултараççĕ.
 
Форум » Test category » Test forum » Вăхăтлăх ĕç (Ĕç шыранă чух вăхăтлăх ĕçе вырнаçасси)
  • Страница 1 из 1
  • 1
Поиск: